Йĕлме йĕлтĕр — йăлтăр-ялтăр!

 

  "2013-ЙĔЛТĔР ЙĔРНЕ " Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем те хутшăнчĕç.

Йĕлтĕрçĕсем шкул стадионĕнче пуçтарăнчĕç.  "Урхамахĕсене"  килтенех  сырса килнĕ. Вĕсем хушшинче кĕçĕн классенче вĕренекенсем ытларах пулчĕç. Хальхинче ăмăртса мар, пурте ирĕклĕн ярăнчĕç: никам никама хистемерĕ, васкатмарĕ, хăваламарĕ. Спорта юратакансем малтанах хывнă йĕлтĕр çулĕпе кăмăл туличчен ярăнчĕç.

 

Фоторепортаж