Вĕрентекенсем те йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç

 

   

 Нарăс уйăхĕ ятарласа хĕвелпе туслашнă тейĕн, çур енне сулăннă евĕр ăшă çанталăк кăмăла çĕклет, пурне те ирĕке чĕнет. Ача-пăча коньки йăтса пăр çине чупать, йĕлтĕр пуррисем сырăнасçĕ те йĕр çине тăраççĕ...

Çак кунсенче шкул ачисем кăна-и, Сăкăт шкулĕнче вĕрентекенсем те ятарласа район шайне тухса, йĕлтĕр сырса Спартакиада ăмăртăвне хутшăнчĕç. Çĕнтерес, вăй виçес тĕллевпе те мар, шăм-шака çемçетес, уçă сывлăшпа киленес, ĕçтешсемпе пĕрле пулас, канас ĕмĕтпе Шăхаль шкулне çитсе килчĕç. Туп-тулли кăмăлпа таврăнчĕç.

 

   Фоторепортаж