Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекен хоккеистсем иртнĕ канмалли кун ял çамрăкĕсен командипе хоккейла вылярĕç. Туслă тĕл пулура ике команда та вăйлă пулни палăрчĕ, мĕншĕн тесен пĕри те тепри шайбăна алăран ярасшăн пулмарĕç, хирĕçлисен хапхине çине-çинех атакăларĕç. Çапах та вăйлисем хушшинче те чи вăйли пурах. Шкул ачисен команди хальхинче ял çамрăкĕсен командине çĕнтерчĕ. Туслă тĕл пулу 7 : 5 шутпа вĕçленчĕ.