Шур халатлисем — ачасен тусĕсем

 

    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче кĕçĕн класра вĕренекенсем патĕнче шур халатлисем час-часах пулаççĕ. Ачасемпе сывлăха упрасси пирки тĕрлĕ темăпа калаçусем ирттереççĕ.
     Кăрлачăн 26-мĕшĕнче Анюрова Н.Н. медсестрапа 5 класра вĕренекенсем хушшинче "Тепĕр хут гигиена çинчен" ятпа калаçу иртрĕ. Ÿт-пÿ тасалăхĕ пирки арçын ачан е хĕр ачан мĕн пĕлмелле? Мĕнле йĕркене пăхăнмалла? Гигиена правилисене пăхăнмасан пире мĕн кĕтет? — тĕрлĕ ыйту пулчĕ кунта. Класс ертÿçи Г.И.Муллина тĕл пулушăн тухтăра тав сăмахĕ каларĕ.