Волонт́ёрсем катока тирпейлесе-пăхса тăраççĕ

 

  Кашни кунах уроксем хыççăн ял варринчи çутă пăр çинче ача-пăча сасси ян-ян. Шкултан таврăнсанах апатланаççĕ те коньки илсе ярăнма чупаççĕ. Хоккейла вылякансем — арçын ачасем. Хĕр ачасем пĕрне-пĕри хăвалаççĕ, тытмалла выляççĕ.
     Юрĕ вара çăвать те çăвать, ярăнакансене чăрмантарать. Камсем тасатаççĕ-ха катока?  Кам та пулин тăватех ĕнтĕ ку ĕçе..  Сарлака кĕреçесем , шăпăрсем йăтса утакансене ял çынни епле ан куртăр. Волонтёрсем тесенех пурте ăнланаççĕ: ырă ĕç тăвакансем вĕсем, аслă классенче вĕренекенсем. Ачасемпе пĕрле ял çамрăкĕсем те ÿркенсе тăмаççĕ, май килнĕ таран пулăшаççĕ, тăрăшаççĕ. Хăйсем хушшинче калаçса татăлаççĕ те — каток хатĕр. Тепĕр чух, юрĕ ытларах чухне, тракторпа та хырма тивет. Ку ĕçе каллех хоккей вăййине чунтанах парăннă спортсменсем, ял çамрăкĕсем хутшăнаççĕ. Алексей Назарова тав сăмахĕ каламалăх пур: ĕç хыççăн хурçă утне утланать, хоккей коробкине тасатма та пушă вăхăт тупать.