Ю.К.Тинюков кубокĕшĕн — хоккейла

 

     Ырă çын вилет — ят юлать теççĕ. Тĕрĕсех. Çынни пиртен уйрăлса кайни чылай вăхăт пулсан та , унăн   ырă ячĕ халăх асĕнче чĕрĕ, сывă.

    Пурăннă пулсан Юрий Константинович Тинюков учитель  кăрлачăн 16-мĕшĕнче 50 çулхи юбилейне паллă тумаллаччĕ.  Çак паллă куна асăнса кăрлачăн 19-мĕшĕнче Сăкăтри хоккей площадкине шкулти, ялти спортсменсем пуçтарăнчĕç. Миçемĕш çул ĕнтĕ юратнă вĕрентекен кубокне çĕнсе илессишĕн çутă пăр çинче турнир ирттереççĕ ял çамрăкĕсем.

   Халĕ те, акă, спорт ăмăртăвне уçма хатĕрленсе, виçĕ команда  —«Стрела», «Барс» тата «Школьники» —йĕркеленсе тăчĕ. Чи малтанахСăкăт ял тăрăхĕн  ертÿçи  С.И.Толстов юратнă  вĕрентекенĕ çинчен сăмах каларĕ, Сăкăт шкулĕн  директорĕ  А.В.Падусев, Н.И.Тинюков, В.А.Горбунов  учительсем хăйсен çывăх юлташĕн ĕçĕ-хĕлĕ, спортри çитĕнĕвĕсем  çинчен аса илсе каласа пачĕç. 

   Кубока пĕлтĕр шкул ачисен команди çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал вара ăна ял çамрăкĕсен "Барс" команди хăй аллине çирĕппĕн ярса илчĕ. Пăр çинчи ăмăрту-кĕрешÿ çÿллĕ шайра иртрĕ. Куракансем те вăййа лăпкăн пăхса тăма пултараймарĕç, "чирлемеллипех чирлерĕç". Шкул дирекцийĕн "Чи маттур хапхаçă"номинациллĕ грамотине Анатолий Казачков тухтăр тивĕçрĕ, "Чи маттур хÿтĕлевçĕ" ята 11 класс спортсменĕ Иван Ильин çĕнсе илчĕ, "Чи маттур тапăнса вылякан" ята вара пурте пĕр сасăллă пулса Евгений Кариков ял çамрăкне пачĕç. Çĕнтерÿçĕ команда — "Барс", иккĕмĕшĕ — "Стрела", виççĕмĕш вырăн — шкул ачисен. Куçса çÿрекен кубока Ю.К. Тинюковăн ашшĕ,  учитель-пенсионер К.П.Тинюков "Барс"командăн капитанне Евгений Карикова тыттарчĕ.

   Ю.К. Тинюковăн çемйи, çывăх тăванĕсем çак турнира йĕркелекенсене, уйрăмах: ял пуçлăхне С.И.Толстова, полици ĕçченне А.А.Назарова, шкул директорне А.В.Падусева , В.В.Анюровпа Н.И. Тинюков физкультура учителĕсене тата хоккеистсене чĕререн тав тăваççĕ.