"Тантăш" Патăрьел районĕнче

 

    Çамрăк корреспондентсен вăйĕпе пулса пыракан "Хаçатри хаçат" проектне пурнăçа кĕртсе пынă май, чăваш ачисемпе çамрăксен "Тантăш" хаçачĕ хăйĕн 2013 çулхи пĕрремĕш номерне кăларас ĕçе  Патăрьел районĕнчи юнкорсене те явăçтарчĕ. "ТАНТĂШ Патăрьел районĕнче"ятлă вăл, 4 страницăпа пичетленсе тухса вулакансем патне çитрĕ. Ку "хаçатри хаçатăн" тĕп редакторĕ— Тури Туçа шкулĕнче вĕренекен Аня Табакова, редактор çумĕ — Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкул вĕренекенĕ Данил Гаврилов, Редколлеги членĕсем — Тая Глухова (Сăкат шкулĕ) , Ольга Горшкова (Тури Туçа0, , Ксения Сироткина (Алманчă), Юля Сулагаева (Çĕньял), Даша Дюкина (Патăрьелĕнчи 2 шкул). Хаçатра Патăрьел районĕнчи шкулсенчен пухнă тĕрлĕ материал пичетленнĕ. Патăрьел район администраци ертÿçинчен - Н.И.Глуховран илнĕ "Шкул пурнăçĕ, çамрăк ăру пирки нумай шухăшлатăп" интервьюпа тата Сăкăт, Алманчă, Патăрьелĕнчи 1-мĕшпе 2-мĕш, Ыхра Çырми, Тури Туçа, Аслă Чемен шкулĕсенчен килнĕ тĕрлĕ хыпарсемпе паллашма пулать. Кĕскен каласан, юнкорсем  Патăрьел çамрăкĕсен, шкул ачисен паянхи ĕçне-хĕлне тĕрлĕ енлĕ çутатнă.

Фоторепортаж