Вожатăйсемсĕр пурнăç çук

 

 

Çĕнĕ 2013 çул та алăк урати умне çитнĕ. Шкул ачисем Çĕнĕ Çул уявне хатĕрленме тахçанах пуçланă. Анчах кĕçĕн классене пулăшу кирлĕ. Сăкăт шкулĕнче аслисем кĕçĕннисене пулăшасси тахçанах йăлана кĕнĕ. Уроксем хыççăн вожатăйсем хăйсене уйăрса панă классене васкаççĕ.

Эпир, акă, вуннăмĕш класра вĕренетпĕр. Вуннăмĕшсем -улттăмĕшсен вожатăйĕсем. Кашни кунах уроксем хыççăн юлатпăр та хамăр йăмăксемпе шăллăмăрсене уяв юррисене юрлама, сăвă калама, ташă ташлама вĕрентетпĕр. Ĕнер эпир пĕчĕк спектакль те хатĕрлерĕмĕр, кашнине роль парса тухрăмăр. Хамăр вожатăйсем хушшинче Хĕл Мучипе Юр Пикене суйларăмăр. Тата эпир хамăр шкула та хитрелететпĕр. Уявра шкул та капăр пултăр. Ёлкăна тирпейлесе пÿлĕм варрине вырнаçтарса лартма та вăхăт. Паллах, вожатăйсемсĕр пурнăç çук!