Шкул ачисем хыпарлаççĕ: сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ

 

   Сăкăт шкулĕнче 5 класра тăван чĕлхепе литература эрнине халалласа класс сехечĕ иртрĕ. Муллина Г.И. ертсе пынипе ачасем сăвă вулакансен конкурсне ирттерчĕç.Тăван чĕлхепе сăвăсем янăрарĕç класра. Пултаруллă ачасем чылай пиллĕкмĕшĕнче. Тĕрлĕ авторсен сăввисене чăн-чăн артист пек калама тăрăшрĕç. Малти вырăнсене Львов Алексей, Анюрова Анастасия, Гусарова Надежда, Платонова Ольга çĕнсе илчĕç.