Юмах юпа тăрринче, халап хапха тăрринче...

  

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче тăван чĕлхепе литература эрни пырать. Чăваш ачисем те, тутар ачисем те тăрăшсах эрнепе çыхăннă тĕрлĕ ĕçсене хутшăнса вулаççĕ, шыраççĕ,ăсталаççĕ, пĕр-пĕринпе ăмартаççĕ.

Шкулта çамрăк юмахçăсен кĕтесне йĕркеленĕ. Кĕçĕн тата вăтам классенче вĕренекенсем чăваш халăх юмахĕсемпе паллашаççĕ, ÿкерчĕксем ăсталаса "Юмах тĕнчи" конкурса хутшăнаççĕ.

Эрне вĕçĕнче çĕнтерÿçĕсен ячĕсем паллă пулĕç.