"Константин Иванов — чăваш поэзийĕн классикĕ" ăмăрту урок иртрĕ

 

  

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 10 класĕнче ăмăрту урок иртрĕ. Тинюкова Н.К. вĕрентекен ку урока чăваш поэзийĕн классикне Константин Васильевич Иванова халалласа йĕркеленĕ.

Ăмăрту "Тĕпчевçĕсемпе" "Ăсчахсем" хушшинче икĕ турпа иртрĕ.

Пĕрремĕш пайра хĕрсемпе каччăсем поэт пурнăçĕпе çыхăннă "Кам Ăçта? Хăçан?"ыйтусемпе ĕçлерĕç, иккĕмĕшĕнче вара поэт хайлавĕсене шĕкĕлчерĕç.

Хĕрÿ ăмăрту "Ăсчахсем" "Тĕпчевçĕсене" 16:14 шутпа çĕнтернипе вĕçленчĕ.