"Çыру çырап васкаса, Хĕл мучи, сана савса!"

 

    Сăкăт шкулĕнче тăван чĕлхепе литература эрни пырать.Çĕнĕ Çул уявĕ çывхарса килнĕ май çак эрне тăршшĕпех ачасем Хĕл Мучи патне çырусем çырма йышăну тунă.Чи лайăх, пуян шухăшлă, илемлĕ те яка чĕлхеллĕ çыру хуçине тĕлĕнтермĕш кĕтет. Çырусем вĕçме пуçланă ĕнтĕ, почта ещĕкне пĕрин хыççăн тепри пыра-пыра кĕреççĕ. Хĕл Мучи вара саламлă çырусене чăтăмсăррăн кĕтет!

        Эрне хăçан пĕтет-ши? Хĕл Мучи кама тĕлентерĕ-ши?