"Вăйсăррисене пулăшмалла!"

 

    Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 2 класĕнче вĕренекенсем паян "Вăйсăррисене пулăшмалла!" темăпа чĕререн калаçу ирттерчĕç. Класс ертÿçи  Ильина В.Н. хĕр ачасемпе арçын ачасене тĕрлĕ сăлтава пула инвалид пулса тăнă çынсем çинчен каласа пачĕ. Инвалидсен пурнăçĕ çăмăл мар, пирĕнпе пĕрле тан ĕлкĕрсе пырас тесен вĕсен ытларах вăй хума тивет. Чылайăшĕ вĕсенчен çулпа та ватă. Урамра-и, лавккара-и, урăх çĕрте-и - вĕсене пулăшма яланах хатĕр пулмалла. Килти ĕçсене тума - юр хырма, çум çумлама, урай çума т.ыт.те пĕччен ватăсене уйрăмах йывăр. Тимур ачисен пулăшăвĕ кирек хăçан та вырăнлă.

   Класс сехечĕ "Вăйсăррисене пулăшмалла!" чĕнÿпе вĕçленчĕ