"Сывă пурнăç йĕрки инкекрен сыхлать"-

 
"Сывă пурнăç йĕрки инкекрен сыхлать"-

çак темăпа Сăкăт шкулĕн 6 класĕнче паян класс сехечĕ иртрĕ. Çын пурнăçĕ вăл мĕнле йĕркепе пурăннинчен нумай килет. Эрех -сăрапа иртĕнни, пирус туртни, наркотиксемпе туслашни мĕн патне илсе çитерни пирки ачасемпе тĕрлĕ калаçусем, класс сехечĕсем, конкурссем чылай иртеççĕ. Хальхинче вара СПИД çинчен калаçрĕç Тинюкова А.П. класс ертуçипе ачасем.Улттăмĕшсем çак ыйту пирки хăйсен шухăшĕсене каларĕç, тавлашрĕç те.
СПИД чирĕ питĕ пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пыни, хальлĕхе чиртен сывалмалли мелсем çукки пĕтĕм тĕнче умне хăрушлăх кăларса тăратать. Сыхă пулар, киревсĕр япаларан аякка пăрăнар. Сывă пурнăç йĕркине пăхăнсан инкекĕ те айккине тарĕ.