"Ăс-пуçран та катăк мар, чун хавалĕпе те паттăр!"

 

"Ăс-пуçран та катăк мар, чун хавалĕпе те паттăр!"-
çак ятпа Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 1класĕнче класс сехечĕ иртрĕ. Класс ертÿçи Анюрова А.В. ачасене сусăр çынсен пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, интернетпа усă курса чирлĕ ачасен пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Сусăрсем -   пирĕн пекех çынсем: ăс-пуçран та катăк мар, чун хавалĕпе те паттăр!