"Çăкăрпа тирпейлĕ пул!"

 

   Çăкăртан аслă пулма хушман ваттисем. Унпа тирпейлĕ пулма вĕрентнĕ. Çăкăр ĕлĕк -авалах пурнăç тыткăчи пулнă. Халĕ те çавах: çăкăрсăр пĕр апат та сĕтеклĕ мар.

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче 5-8 класра вĕренекенсемпе шкул столовăйĕнчи йĕрке пирки калаçу иртрĕ. Сăмах апат вăхатĕнче хăвна мĕнле тытмалли, çăкăрпа тирпейлĕ пулмалли пирки пулчĕ, мĕншĕн тесен сĕтел çинче çăкăр татăкĕ выртса юлнă тĕслĕхсем пулкалаççĕ. Ку вара пире пĕрре те илем кÿмест.