"Асамлăх тĕнчинче" ăмăрту-вăйă

 

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 6 класĕнче Анюрова Е.В. вĕрентекен ертсе пынипе  "Асамлăх тĕнчинче" ăмăрту-вăйă иртрĕ.

Ачасем тăватă ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Асамлăх тĕнчинче тăван ен культури, биологи тата физкультура, музыкăпа литература предмечĕсене лайăх пĕлмелле иккен. Тĕрлĕ предметсене пĕлни çеç мар, анлă тавра курăм та, тавçăрулăх та кирлĕ иккен.

Чи маттуррисем ку вăйăра "Чиперккесем" пулчĕç."Чĕкеçсемпе" "Икĕ каччă" ушкăн иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. "Спартак" ушкăн валли тăваттăмĕш вырăн çеç юлчĕ.