Теннисла вылякансен ăмăртăвĕ

 

Чÿк уйăхĕн 29 -мĕшĕнче район шайĕнче теннисла вылякансен ăмăртăвĕ иртрĕ. Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем те хаваспах хутшăнчĕç ку ăмăртăва. Тăрăшсах вылярĕç пулин те, малти вырăна тухаймарĕç пирĕн спортсменсем.

 - Кулянмалли çук, - тет Анюров В.В. тренер. - Кашни кашăках салма лекмест çав. Паян çĕнтереймерĕн пулсан, ыран валли хатĕрлен - çитĕнусем пулаççех!  Ху кăна ан ÿркен.