Тасалăхпа тирпейлĕх шкулта чи малти вырăнта пулмалла тесе шутлаççĕ Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем.
Вĕренме те, ĕçлеме те тулли кăмăл кирлĕ. Тасамарлăх, тирпейсĕрлĕх кăмăла хуçать çеç. Урамран шала кĕтĕн пулсан - уруна хыв, таса та çăмăл атă е пушмак тăхăнса яр. Тусанĕ те пулмĕ, сывлама та çăмăлрах пулĕ.
Енчен те йĕркене пăсрăн пулсан - дежурнăйсен аллине çакланасси пирки ан иккĕлен. Хамăр сывлăха хамăр сиен тăвар мар. Тасалăхпа тирпейлĕх пирĕн туссем пулмалла.