Çамрăк художниксем ăмăртрĕç

  

"Спорт - пирĕн тус" ятпа Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче çамрăк ÿнерçĕсен  конкурсĕ иртрĕ.

Ăна Муллина Г.И. аслă вожатăй йĕркелерĕ. Ăмăртăва 60 яхăн ача хутшăнчĕ.

 Художниксем - пурте пуçламăш класра вĕренекенсем. Кашнин хăйĕн стилĕ, хăйĕн теми, анчах тĕллевĕ  пурин те пĕрре - спортпа туслă пулнине уçса парасси. Кам çут çанталăка килĕштерет, кам чечексене шăварать, кам йыттипе ăмăртса чупать,.. Тĕлĕнмелле таланлă Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем!

Ăмăрту туслăх çĕнтернипе вĕçленчĕ. Пурте-пурте кăмăллă пулчĕç пĕчĕк уявпа.