Теннисла вылякансен ăмăртăвĕ иртрĕ

  

Сăкăт шкулĕнче икĕ теннис сĕтелĕ. Вĕсем тавра яланах ача-пăча хĕвĕшет. Черет йышăнсах выляççĕ. Уроксем хыççăн та чылайччен пушанмаççĕ сĕтелсем: шăкăлт-шăкăлт сасă таçтанах илтĕнет.

Анюров В.В. физкультура учителĕ ертсе пынипе шкулта теннисистсем хушшинче турнир иртрĕ. Чи маттур, чи ăста вылякансен шутĕнче: Анюров Ф. тата Чиркина Н.(10 класс), Ильин И.(11 класс), Кушников А. тата Хитрова Э. (9а класс), Пайдютов И.(9б класс). Хĕрсемпе каччăсем районти ăмăртусене хутшăнма хатĕрленеççĕ.

Ăнăçу сунатпăр спортсменсене.