Вăйлисем çĕнтерчĕç

Уроксем вĕçленнине пĕлтерсе шăнкăрав сас пачĕ те Сăкăт шкулĕн 5-11 класĕсенче вĕренекенсем  кану кĕтесне пуçтарăнчĕç. Ĕнер чи кĕçĕннисем шашкăлла выляса вăй виçнĕччĕ, паян вара теприсен - вăтам тата аслă классенче вĕренекенсен черечĕ. Хура - шурă "тÿмесене" тăваткалсем тăрăх куçар та куçар - ку вăййа выляма нимех те мар пек. Çук-çке, кунта пуçа ватмалăх пур. Никамăн та  парăнас килмест,  хирĕçле вылякана çĕнтерсе класс команди валли очко пухас килет. Çапла, анчах камăн та пулин çĕнтермелле, теприн выляса ямалла - вăйă йĕрки çавăн пек.

 9-11 классен командисем хушшинче 11-мĕшсем 11 очко пухса мала тухрĕç, вуннăмĕш класс команди вĕсене пĕр очко выляса ячĕ, иккĕмĕш вырăна йышăнчĕ. 9 а командин - 5,5 очко (3 вырăн ), 9 б командин - 3,5 очко ( 4 вырăн )

 5-8 классем хушшинчи ăмăртура 7 тата 8 классен командисем иккĕмĕш вырăна, 6 класс команди 3 вырăна тивĕçрĕç. 

 

Фоторепортаж