"Чĕлĕмпеле эрехех çын пурнăçне пĕтерет"

 

Сăкăт шкулĕн 10 класĕнче вĕренекен хĕрсемпе каччăсем Тинюкова Н.К. вĕрентекенпе пĕрле  Н.В. Шупуççыннин çыравçăн "Чĕлĕм" ятлă хайлавĕпе паллашрĕç, тишкерчĕç,сÿтсе яврĕç.

Ку произведени - чĕлĕмçĕ юрри. Чĕлĕмçĕ юррине чăваш çыравçи йĕплев мелĕпе çырнине кирек кам та тÿрех тавçăрса илмелле. Чĕлĕм туртса "телей куракан" мĕнлерех çын пулнине те тĕрĕсех ăнланаççĕ вуннăмĕшсем: çын унпа хуйхине пусарасшăн иккен. Чĕлĕме пулах ялĕпе çунса каяççĕ, мĕншĕн тесен чĕлĕмпе юнашарах нушапа инкек çÿреççĕ. Хайлавпа тĕплĕн паллашнă хыççăн  аслă класра вĕренекенсем çын пурнăçĕнче чĕлĕм кăна мар, эрех те пысăк сиен кÿни çинчен калаçрĕç. "Чĕлĕмпеле эрехех çын пурнăçне пĕтерет" темăпа сочинени çырчĕç.