"Кам айăплă?" суд урок

 

Эрех-сăра çын пурнăçне мĕнле начар витĕм кÿни çинчен ачасемпе час-часах калаçусем иртеççĕ Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче. Класс тулашĕнчи ĕçсенче те, класс сехечĕсенче те, линейкăра та,  уроксенче те вĕрентекенсем ку киревсĕр япалана пурнăç йĕркине кĕртмелле марри пирки нумай ăнлантараççĕ.

 Тин кăна, акă, 7 класра вĕренекенсем (вĕрентекенĕ Анюрова Е.В.) "Хăнаран калавпа паллашрĕç.  М.Трубина кунта шăпах эрехе пула çамрăк ашшĕпе амăшĕ шартлама сивĕре ачине çул çине ÿкерсе хăварни, виççĕри Ванюк шăнса вилни çинчен çырса кăтартать. "Пĕчĕк Ванюк шăнса вилнĕшĕн кам айăплă?" - çак ыйтăва сÿтсе яврĕç класĕпех. Тарăху, шеллев, эрех ĕçекен ашшĕ-амăшне ятлани пулчĕ судра. Йĕрке çинчен, яваплăх çинчен калаçрĕç ачасем. Ашшĕ-амăшĕ эрех-сăра ĕçнине пула мĕн чухлĕ ача асапланать-нушаланать, телейсĕр ÿсет, пурăнса курмасăрах вăхăтсăр çĕре кĕрет.

"Ун пек ашшĕсемпе амăшĕсене явап тыттармалла" текен шухăшпа пурте килĕшрĕç. Ачасем телейлĕ ÿсчĕр тесен çемьере ырă та урă пурнăç йĕрки пулмалла.