Сăкăт шкулĕн 5 класĕнче вĕренекенсем тăван литература урокĕнче Аркадий Ĕçхĕл поэтăн "Анне" сăввипе паллашнăччĕ. Ун хыççăн Муллина Г.И.вĕрентекенпе пĕрле ачасем хăйсен амăшĕсем çинчен презентаци хатĕрлерĕç, "Пирĕн аннесем" ÿкерчĕксен альбомне турĕç. "Анне! Кам пур-ши унран хакли!" урок та иртрĕ. Ку урок йăлтах ачасен амăшĕсем çинчен пулчĕ. Вĕренекенсенчен кашниех хăй амăшне чи ырă та çепĕç сăмахсемпе хакларĕ.Сăвăра та, юрăра та "анне" сăмах янăрарĕ. Атте-анне пирки калакан ваттисен сăмахĕсем те вырăнлă пулчĕç урокра.
Аннене Хĕвелпе танлаштарчĕç пиллĕкмĕшсем.
- Анне! Кам пур-ши унран хакли?
-Никам та! - пулчĕ пурин те пĕр хурав.