"Повеçсемпе калавсем сире валли, ачасем!" курăм

 

 

"Повеçсемпе калавсем сире валли, ачасем!" курăм

  ятпа Сăкăт шкулĕн библиотекинче кĕнекесен выставки йĕркеленĕ. Ăна "Ача тата çемье" вунă кунлăх акцие халалланнă.

Курăм валли В.Н. Тестова библиотекарь чăваш çыравçисен кĕнекисене суйласа илнĕ. Вăтам классенче вĕренекенсене кăсăклантаракан ыйтусене хускатаççĕ ку кĕнекесенчи хайлавсем: тăван тавралăха , çут çанталăка юратма, упрама; атте-аннене, аслисене хисепе хума; пĕр-пĕринпе туслă пулма; ырăпа усала пĕр-пĕринчен уйăрма вĕрентеççĕ кĕнекесенчи геройсем.

Повеçсемпе калавсенчи паттăрсем, паллах, ытларах вăтам çулсенчи ачасем.