"Çăкăртан асли çук" класс сехечĕ иртрĕ

 

      «Çăкăра хисеплемен çынран ыррине ан кĕт»,- çапла каланă халăхра авалах. Çăкăра хисеплеме вĕрентес ĕçе вара  ача пĕчĕк чухнех пуçламалла. Акă, тĕслĕхрен, шкул столовăйĕнче ачасем апатланнă хыççăн сĕтел çине çăкăр татăкĕ выртса юлнă тĕслĕхсем пулкалаççĕ. Апла пулсан ку темăна урокра е класс сехетĕнче хускатни кирлех.
Çĕр ĕçченĕн  ĕçне хисеплеме, çăкăра тирпейлĕ, перекетлĕ тыткалама вĕрентес, ачасем хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе Сăкăт шкулĕн 5 класĕнче "Çăкăртан асли çук" ятлă класс сехечĕ иртрĕ.

 Г.И. Муллина. тĕрлĕ мелсемпе те меслетсемпе  ачасене çын пурнăçĕнче çăкăр мĕнле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тĕрĕсрех те тарăнрах ăнлантарма тăрăшрĕ.

   Çăкăр вăл –  пурнăç, халăх пуянлăхĕ. Çăкăр авалтанах халăхра пысăк хисепре пулнă. «Умăнтан çăкăр ан татăлтăр», - тенĕ çынсем пĕр-пĕрне ырă сунса. Паян кун та эпир пысăк хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илетпĕр. Галина Ивановна пурне те хăй пĕçернĕ кукăльпе, çăкăрпа хăналарĕ.

Пĕр çын тунă ырă ĕç темиçе çынна куçса тата нумайрах ырă тума хавхалантартăр - акă урокăн техĕмĕ.

 

Фоторепортаж