Ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес ĕçре класс тулашĕнчи ĕçсем питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ . Акă, Петĕр Хусанкай поэтăн "Мерчен" сăввине тĕпе хурса Сăкăт шкулĕнче 3 класра "Асанне арчинчи мерчен" ятпа уçа урок иртрĕ. Чăнласах та асанне арчинчен тупса килнĕ тĕрĕ -эреш пулчĕ ачасем умĕнче. Чернова А.А. класс ертÿçи виççĕмĕшсене çĕр пин тĕрĕ çĕрĕ-шывĕ тăрăх илсе çÿрерĕ. Çул çинче вара ачасем çывăх та хаклă тăван çынсемпе те, вĕсен юрри-кĕввипе те, ĕçченлĕхĕпе -тăрашулăхĕпе те паллашрĕç. Калаçрĕç, вуларĕç, курчĕç, чăваш тĕрри-эрешне тыта-тыта пăхрĕç.
Илеме курма, ăнланма, çын ĕçне хаклама пĕлесси, ĕçченлĕхе вĕренесси ачара çапла уроксерен мерченĕн -мерченĕн пуçтарăнса пымалла та ĕнтĕ.