Тимур ачисем палăк таврашне тирпейлерĕç

 

 

"Ял варринче ларать мăнаçлă палăк.

Мăнаçлă палăк, çутă мрамортан..."

 

Ку палăка Аслă Аттелĕх вăрçинче пуç хунă паттăрсене сума суса лартнă. Клуб, правлени, ял совечĕ, шкул çурчĕсемпе юнашарах вăл. Сăкăт шкулĕнче пиллĕкмĕш класра вĕренекен тимуровецсем паян çак палăк таврашĕнчи çÿп-çапа пуçтарчĕç.

Кунта тем те пур: канихвет-шăккалат хучĕ, çăтăр -çатăр хут, кĕленче ванчăкĕ... "Кам варалать? - хăйсем те тĕлĕнеççĕ. - Пĕри те тепри пăрахмасан тирпейлех пулмалла-çке ĕнтĕ." 

Чăнахах та, варалаканни тирпейсĕр çын иккенни паллă-ха, анчах аллине хурса хăварман. Хамăр куллен иртсе çÿрекен ялти хисеплĕ, чыслă вырăна мĕншĕн вараламалла?