Мулкач пек хăравçă ан пул!

 

        Пурнăçра киревсĕр чунлă çынсем те сахал мар, анчах лайăххине начарринчен уйăрса илме епле вĕренмелле-ха? Пĕрисем ултавçă та суеçĕ, теприсем çăткăн та хапсăнчăк - янттипе, çын хатĕрленипе ыр курса пурăнасшăн, тата теприсем икĕ питлĕ, мухтанчăк та каппайчăк... Тилĕпе кашкăр пек çынсем те пирĕнпе юнашарах çÿреççĕ. Вĕсене тăрă шыв çине кăлармалла, хăравçă мулкач пек пулмалла мар. Шăпах çакăн пек темăпа калаçу иртрĕ паян Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн улттăмĕш класĕнче тăван литература урокĕнче. А.П.Тинюкова вĕрентекен ачасене асăрхануллă пулмаллине пурнăçри тĕслĕхсемпе те çирĕплетсе пачĕ. Александр Кăлканăн "Хăравçă мулкачне" артист пулса выляса пăхрĕç ачасем, пăхмасăр илемлĕ каларĕç. Кашкăрăн, тиллĕн, мулкачăн начар енĕсене шырарĕç.