Чир-чĕр ан çыпçăнтăр тесе

 

     Хĕл алăк патне çитни çинчен çанталăк ас тутарсах тăрать. Сивĕпе пĕрле (кĕтсех тăр!) грипп тата ытти чир-чĕр те персе çитеççĕ-çитеççех. Çавăнпа та хамăра валли ăшă тум-тир хатĕрлени çеç çителĕксĕр, тĕрлĕ чир-чĕртен сыхламалли мелсем пирки те шухăшлама вăхăт.

     Сăкăт шкулĕнчи ачасен сывлăхне упрас, вĕсене вируслă грипп чирĕнчен сыхлас тĕллевпе вырăнти тухтăрсем ашшĕ-амăшĕпе тата класс ертÿçисемпе çыхăнса ĕçлеççĕ. Грипран вакцинаци ирттерме ирĕк пани çинчен калакан хута ашшĕ е амăшĕ алă пусса çирĕплетнĕ хыççăн  тин ачана прививка тума юрать. Халĕ шкулта шăпах çак ĕç пырать.