Спортзал пирĕн пушанмасть, ача-пăча татăлмасть

 

    Ял ачисемшĕн шкулта спортзал пурри - пысăк телей. Уроксем хыççăн чылайăшĕ (ытларах арçын ачасем) спортзала васкать, мĕншĕн тесен спортзал вĕсене чĕрĕ чунлă япала пекех - пысăк Юлташ пек  - кашни кунах кĕтет. Тунти кун, юн кун тата эрне кун  ирĕклĕ майпа кĕрешме вĕренекенсем Анюров В.В. тренер патне васкаççĕ. Ытлари кунпа кĕçнерни кун тата шăмат кун кире пуканĕ йăтакансен секцийĕ ĕçлет. Ăна  Алексеев А.В. спорт маçтăрĕ ертсе пырать. Каçхине те зал шăпланмасть, мĕншĕн тесен кашни кунах кунта Ёлкин Ю.А. пуçарнипе  тата йĕркелесе пынипе ултă сехетрен пуçласа саккăрччен волейбол вăййине килĕштерекен çамрăксем çÿреççĕ. Спорта юратакансем хушшинче районти, республикăри т.ыт.те ăмăртусене хутшăнса темиçе хутчен те çĕнтерÿçĕ ятне çĕнсе илнисем те пур.

        Спортзал пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни куç умĕнчех. Апла спортзал ан пушантăр, унтан ача-пăча ан татăлтăр!