«Вăрă ĕçĕ йĕпрен пуçланать»

 

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн улттăмĕш класĕнче вĕренекенсем Денис Гордеев çыравçăн «Кукăр алăсем» ятлă калавĕпе паллашрĕç.

Микка пичче пахчине пан улми вăрлама кĕнĕ Антун ачисем кукăр алăллă пулнине пурте тÿрех ăнланчĕç улттăмĕшсем. Арçын ачасене  пулăшса хунарпа çутатса тăракан тĕп герой вара шухăшлаттарчĕ. «Эпĕ пан улми çинĕ, анчах вăрламан» тени ача хăй айăпне туйманни пирки калать те ĕнтĕ. Вăл пахчана кĕмен пулсан та,  вăрă ĕçне хутшăннă пулса тухать-çке. Апла вăл та айăплă, мĕншĕн тесен юлташĕсене киревсĕр ĕç тума чарас вырăнне пулăшнă. Хĕрÿ калаçу малалла вăрăсем пирки пулчĕ. Пурнăçран илнĕ тĕслĕхсем те тупăнчĕç. «Вăрă ĕçĕ йĕпрен пуçланать. Алă кукăрăлсан, çулĕ те кукăрăлма пултарать, тĕрме патнех илсе çитерет. Çыннăн çÿпне те тĕкĕнмелле мар!»- текен шухăшпа вĕçленчĕ урок.