çапла ят пачĕç Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем уяв тĕлне хатĕрленĕ концерта. Ăна учительсен кунне халалланă.
Сцена çинче 4-11 классенче вĕренекенсем пулчĕç. Юрă-ташă, сăвă, шÿт, камит - пурте юратнă учительсем валли.
Юлашкинчен аслă классенче вĕренекенсем залра ларакан аслă юлташĕсене чечек çыххисем парнелерĕç. Уяв пурне те килĕшрĕ.