Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав вĕренÿ çулне пуçларĕ çав

       Авăн уйахĕн 1-мĕшĕ - пирĕншĕн пуриншĕн те хаваслă та савăнăçлă кун. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ – Пĕлÿ кунĕ. Çак кун пур шкул ачишĕн те уяв. Уйрăмах пĕрремĕш хут партăсем хушшине ларакан шăпарлансемшĕн  ĕмĕрлĕхех асра юлмалли кун. Кĕмĕл шăнкăрав сассиллĕ шкул вĕсемшĕн паян - чăн-чăн асамлă тĕнче.

Вунпĕрмĕшсемшĕн вара çак кун юлашки вĕренÿ çулне пуçлать. Чи яваплă, чи паллă çул пулĕ вĕсемшĕн те, мĕншĕн тесен  ку вĕренÿ çулĕ хĕрсемпе каччăсем умне пысăк ыйтусем кăларса тăратать: экзаменсене ăнăçлă тытасси, юратнă профессие тĕрĕс суйласа илесси, пурнăç çулĕ çине тăрасси…

Вĕрентекенсем те паян пăлханаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен пĕрремĕш шăнкăравпа пĕрле пĕлÿшĕн çунакан çивĕч ăслă, çивĕч куçлă ачасен умне тăмалла - урок пуçлама вăхăт.

Пĕлÿ кунĕ кашни çитĕннĕ çыншăнах хаклă, мĕншĕн тесен пурте шкулта  вĕреннĕ-çке, шăнкăрав сасси вĕсене хыçала тăрса юлнă ачалăх çулĕсене, чи телейлĕ самантсене  аса илтерет.

Атте-аннешĕн те паянхи уяв хаваслă, çав вăхăтрах тата пăлхануллă та, мĕншĕн тесен вĕсенчен кашниех ачин малашлăхĕ пирки шухăшлать, вăл ырă та ăнăçлă пуласса шанать. Çавăнпах ĕнтĕ  вĕсен ачапа пĕрле тепĕр хут шкул пурнăçне таврăнас пулать, ачапа пĕрле çĕнĕлле шкул программине шĕкĕлчес пулать. Нимĕн те тăваймăн: паянхи пурнăç  çапла ыйтать. Пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыракан пурнăçпа тан ĕлкĕрсе пырас  тесен паянхи шкул ачин ĕнерхисенчен ăслăрах, тавçăруллăрах, аталаннăрах шайра пулмалла. .

Çак пысăк  уява паллă тума ачасемпе вĕрентекенсемсĕр пуçне шкула ашшĕ-амăшĕ, хăнасем пуçтарăнчĕç. Шкул ертÿçи Падусев А.В., Сăкăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Толстов С.И., Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Никифоров П.Н., Патăрьел район администрацийĕн тĕп бухгалтерĕ Шадирякова М.М., Шăмăршă лесничествин директорĕ Глухов В.И., районти вĕрентекенсен профсоюзĕн организацийĕн председателĕ Пирогов А.Н. пурне те уяв ячĕпе саламларĕç, ачасемпе вĕрентекенсене хисеп грамотисем парса чысларĕç, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче çитĕнÿсем тума ăнăçу сунчĕç.

Уяв кĕмĕл саслă шăнкăрав урока йыхăрнипе вĕçленчĕ.