Парта йышăнма - шкула!


 
            Чипер сăн-питлĕ авăн уйăхĕ алăк умне çитрĕ, кантăкран шаккать. Çу сисĕнмесĕр иртсе кайрĕ. Каникул кунĕсем те вĕçленчĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх,  вĕренÿ çулĕ пуçланиччен пĕрер кун маларах ачасем парта йышăнма шкула пуçтарăнаççĕ. Сăкăт шкулĕ те çурла уйăхĕн 30-мĕшĕнче ачасене кĕтет. Пĕлÿ кунне уявлама авăн уйăхĕн 1-мĕш кунĕнче 9 сехет тĕлне ачасемпе пĕрле ашшĕ-амăшне, ветеран учительсене йыхравлать тăван шкулăмăр, ырă сунса кĕтет!