Кĕнеке тусĕсем - лагерь ачисем

"Хĕвелĕм"лагере çÿрекенсем хушшинче тĕрлĕ кăмаллă ача пур, паллах. Кам юрлама-ташлама, ÿкерме-сăрлама, кам спорт вăййисене выляма юратать. 6 класран вĕренсе тухнă хĕр ачасем Горбунова К., Вуколова Д, Евграфова О. - уйрăлми туссем. Вĕсем шкул библиотекине час-часах килсе çуреççĕ. Ытларах фантастикăлла произведенисем вулама кăмăллаççĕ. Лагерьте вара вĕсем канаççĕ те, библиотекаре те пулăшаççĕ.