Шкул умĕнчи чечексем - парне вырăнне вĕсем

Çунатсем ÿссе çитсе тĕрекленсен кайăк чĕпписем йăвара лармаççĕ çав, тĕрлĕ çĕрелле вĕçсе саланаççĕ, хăйсем тĕллĕн  пурăнма пуçлаççĕ. Çут çанталăкăн йĕрки çавăн пек.

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнчи 47-мĕш кăларăм та, акă, тăван шкулпа сыв пуллашса Аслă çула тухма хатĕрленет. Çирĕм иккĕнччĕ вĕсем пĕр класра. Тăхăр класс хыççăн чылайăшĕ тĕрлĕ професси паракан вĕрентÿ учрежденийĕсене суйласа илчĕç. Вунă çамрăк вара тăван шкултах малалла пĕлÿ илме кăмăл турĕ. Вăхăт сиккипе чупать, икĕ çул сисĕнмесĕрех чупса та мар, вĕçсе иртрĕ.Тăватă каччăпа ултă хĕр патшалăх экзаменĕсене парса пĕлĕвĕсене тĕрĕслерĕç. Пурте йĕркеллĕ, пурте ăнăçлă. Çак кунсенче вара вĕсем иккĕмĕш тăван килпе сыв пуллашаççĕ.

 Тин çеç-ха, икĕ уйăх каялла, çĕнĕ шкул умне чечексем акса-лартса хăварнăччĕ ачасем. Хĕрлĕ, кăвак, сарă çеçкисем  куçа илĕрте пуçларĕç ĕнтĕ, хăшĕ-пĕри пуç таймалăх та ÿсрĕç. Кунтан иртен-çÿрен пĕлет: вун пĕрмĕш класс хĕрĕсемпе каччисен алли тунă ку ĕçе. Асăнмалăх-саванмалăх, асра тытмалăх. Паллах, çак ырă пуçарăва малалла тăсасса шанаççĕ çамрăксем. Тăван шкулпа сыв пуллашса кашни ача е йывăç, е чечек лартса хăварсан ял варринчи çĕнĕ шкул тата капăртарах пулĕ. 

 Чечексен çеçкисене сĕртĕнсе шкул умĕпе уçă варкăш чупса иртет.Чун-чĕрене хаваслăхпа пĕрле тунсăх туйăм килсе кĕрет: паян-ыран уйрăлу каçĕ-çке.Тăван шкул хăйĕн ывăлне-хĕрне ырă çул пиллет.