Сăкăт шкулĕ: волонтёрсем тасалăхпа тирпей-илемшĕн

        "Патăрьел-Сăкăт" çул хĕррипе лартса тухнă çамрăк йывăçсем куç умĕнчех çитĕнеççĕ. Тепĕр 3-4 çултан, акă, аванах çÿлелле хăпарĕç пĕчĕк хырсемпе чăрăшсем, иртен-çÿрене кайăк-кĕшĕк юрри-сассипе, капăр симĕс тумпа савăнтарĕç. Унччен вара вĕсене тирпейлесе-тасатса, пăхса тăрас пулать.

        Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем ку тăрăха шефа илнĕ тесен те йăнăш пулас çук. Волонтĕрсем кашни çулах çÿп-çапран, çум курăкран тасатаççĕ вĕсене, тирпейлĕ сăн кĕртеççĕ. Акă, халĕ те вуннăмĕш класс хĕрĕсем темиçе кун хушши кирлĕ ĕç хатĕрĕсем илсе çул хĕррине çум çумлама çÿрерĕç. Шăрăх çанталăка пăхмасăр ĕçлерĕç маттурсем.

     - Хамаршăнах тăрăшатпăр. Эпир вăй хуни сая ан кайтăр, усăллă пултăр. Тăван тавралăх кунсерен те çулсерен илемлентĕр, пурне те савăнтартăр! - акă волонтĕрсен çирĕп хуравĕ.