Сăкăт шкулĕ - кану: ачасем ыранах çула тухма хатĕр!

 Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем çуллахи каникул кунĕсене хаваслă та усăллă ирттерме шухăшлаççĕ. Шкулта икĕ сменăпа çуллахи кану лагерĕ йĕркелеме палăртнă. Унта 120 яхăн ача çÿремелле. Хăш-пĕр ачасем вара вĕренÿ çулĕ вĕçленсенех республикăри хула çумĕсенчи кану лагерĕсене кайма путевкăсем туянса хунă та ĕнтĕ. Чăматансене те хатĕрленĕ. Пиллĕкмĕш, улттăмĕш , çиччĕмĕш классенчи 15 ача "Звёздный", "Салют" тата "Космонавт" лагерьсене суйласа илнĕ. Вĕсем 1-мĕш сменăра канма кăмăл тăваççĕ. 3-мĕш сменăра канас текенсем те пур.
    Хĕр ачасемпе арçын ачасем ыранах çула тухма хатĕр! Ăнăçу сунатпăр вĕсене!