Тăван тавралăха тĕпчеме

Сисмерĕмĕр те - тепĕр вĕренÿ çулĕ вĕçсе иртрĕ.  Акă ĕнтĕ çу уйăхĕн юлашки кунĕсем. Урамра чип-чипер Çуркунне хăйĕн ырă та асамлă сăнĕпе, тутлă шăршипе илĕртнĕ чух камăн класра пăчăхса ларас килтĕр!

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекен пиллĕкмĕш класс ачисем паян Тинюкова А.П. класс ертÿçипе тата Муллина Г.И. аслă вожатăйпа пĕрле экскурсире пулчĕç.Тăван тавралăха тĕпчеме, çут çанталăка сăнама питĕ юратаççĕ вĕсем. Шихирданка ятлă пĕчĕк юхан шыв хĕррипе пырса сăнав ĕçĕсем турĕç, ял çумĕнчи "Ква-ква" парка çитсе килчĕç, унта тĕрлĕ вăйăсем, конкурссем ирттерчĕç.

Çул çÿрев интереслĕ пулчĕ. Каялла пурте хавас та савăк кăмăлпа таврăнчĕç ачасем.