Шкул ачисем тăрăшсах уява хатĕрленеççĕ

Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 67 çул çитнине халалласа Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕренекенсем уроксем хыççăн юлса Парада хатĕрленеççĕ.

Командирсем, 10-11 классенче вĕренекенсем, çамрăк армеецсене 4-9 классенче вĕренекен хĕр ачасемпе арçын ачасене чăн-чăн салтакла утма, тĕрлĕ командăсене пурнăçлама хăнăхтараççĕ.

Ял халăхĕ умĕнче, ветерансем умĕнче намăс курмалла ан пултăр!