Ĕçлерĕмĕр - канмалла, физкультминутка тумалла!

Урок вăхăтĕнче физкультпауза е физкультминутка  туни ачасемшĕн питех те кирлĕ тесе шутлаççĕ Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче вĕрентекенсем. Урок варринче кăштах хусканусем туни ĕçлес кăмăла, тухăçлăха ÿстерет, пуç та, организм та канса илет.

Аслă классенче вĕренекенсем В.Высоцкин "Гимнастика" юррипе зарядка тума уйрăмах кăмăллаççĕ.