"Атьăр футболла вылятпăр!"

Çуркунне - пурне те ирĕке - урама илĕртет. Сăкăт шкулĕнче вĕренекен арçын ачасем шкул хыççăн атте-аннене килти ĕçсене тума пулăшаççĕ те, ял хĕрринчи стадиона вĕçтересçĕ. Мĕн тума? Футболла выляма! Футбол -вĕсен чи юратнă вăййи. Каç пуличченех мечĕк хыççăн чупасçĕ. Килелле утнă май та калаçу футбол çинченех. Тен, тĕлĕкре те футбол курăнать пуль!