Чăваш тĕнчи – эс те эп, хамăрăн пĕтми хисеп

     

Çĕр чăмăрĕн пĕр чĕптĕмĕ эпир,

Тымарсемпе тĕнче кăкне тытатпăр.

                        В. Станьял

Чăваш тĕнчи  чĕлхере упранать. Чăваш тĕнчи юрăра та ташăра, тĕрĕре-эрешре, ĕçлĕхре, килĕшÿллĕ çемьере...  Чăваш тĕнчи - чунра вăл!   Чăваш тĕнчи – эс те эп, хамăрăн пĕтми хисеп.

     Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 9 класĕнче «Чăваш тĕнчи  - эс те эп» темăпа  экскурси-урок иртрĕ. Ку урока Чăваш чĕлхи эрнине халалланă. Хĕрсемпе каччăсем "Чăваш тĕнчине" экскурсие кайса килчĕç.  Вĕреннине аса илнĕ майăн Иван Яковлевич Яковлев уçнă шкула - Чĕмпĕрти чăваш шкулне çитсе курчĕç, ку шкулăн чăваш халăхĕн кун-çулĕнчи пĕлтерĕшĕ тата вырăнĕ пирки калаçрĕç. И.Я.Яковлевăн хăй халăхĕшĕн тунă пархатарлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен презентаци пăхрĕç.  Урок усăллă иртрĕ.