Г. Н. Волковăн калавĕсемпе паллашрĕç

Г.Н.Волков – чăвашсен пĕрремĕш академикĕ, этнопедагог, пултаруллă  ăсчах. Чăваш халăхĕ ăна иккĕмĕш Яковлев  вырăнне хурса  хисеплет.  Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем тăван литература урокĕнче тăван халăхăмăрăн пултаруллă ывалĕсем Иван Яковлевпа Геннадий Волков çинчен калаçрĕç, Г.Н.Волковăн калавĕсемпе паллашрĕç. Вĕсем кĕске пулин те,  ачасене  тĕрĕс пурăнма, пĕр-пĕринпе  ырă  та  тату  пулма, пĕр-пĕрне хисепе хума вĕрентеççĕ.

     Çиччĕмĕшсем Геннадий Никандровичăн «Ăслă ача», «Ват çын – тăват çын», «Хăрăлкка» хайлавĕсене килĕштерчĕç.

--