"Чăн тĕн букварĕ" кĕнекен премьери

       Сăкăт шкулĕн библиотекинче ачасене чăвашла кĕнекесемпе паллаштарас тĕллевпе  В.Н.Тестова библиотекарь тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерет: вулакансен конференцийĕ, кĕнекесен выставки, презентаци, литература çул çÿревĕ... Чăваш чĕлхи эрнине халалласа, акă, кунта Виталий Григорьев çырнă "Чăн тĕн букварĕ" кĕнекен премьери иртрĕ. Библиотекарь кĕçĕн классенче вĕренекенсене çыравçăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, ачасем вара кĕнеке страницисем тăрăх тĕлĕнтермĕш çул çÿревре пулса курчĕç, çĕнĕ кĕнекене сÿтсе яврĕç, хăйсен шухăшĕсене каларĕç.