Фёдор Иванов Кăнна Кушки учителĕ çинчен

        Сăкăт шкулĕнче çак эрнене Чăваш чĕлхи кунне халалланă. 6 класра вĕренекенсем паян тăван ен культури урокĕнче (вĕрентекенĕ Н.В.Ксенофонтов) Федор Иванов учителĕн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç. Вăл Кăнна Кушки учителĕ пулнă иккен. Фёдор Ивановăн кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ Сăкăт шкулĕпе тачă çыхăнни ачасемшĕн уйрăмах интереслĕ пулчĕ.Фёдор Иванов Н.И. Ашмаринăн 17 томлă словарьне тăвас ĕçе хутшăнни, Аслă Арапуç тата Сăкăт шкулĕсенче ачасене пĕлÿ пани, колхоз çамрăкĕсен шкулне йеркелес ĕçре активлă пулни тата ытти пархатарлă ĕçĕсем çинчен пĕлме интереслĕ пулчĕ улттăмĕшсене.