Иван Яковлев калавĕсем тăрăх викторина

 Ака уйăхĕн 24-меш кунĕнче "Чăваш чĕлхи эрнине" халалласа Сăкăт шкулĕнче викторина иртрĕ. Ăна чăваш халăхне çутта кăларакан аслă вĕрентекенĕмĕрĕн И.Я Яковлевăн калавĕсем тăрăх йĕркеленĕ. Викторинăна вăтам классенче вĕренекенсем активлă хутшăнчĕç.Чи малти вырăна 6 класра вĕренекен Елагина Виктория çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшĕ - Евграфова Оксана, виççĕмĕш вырăна çак класра вĕренекен Прокопьева Галинăпа Чиркин Анатолий тивĕçрĕç.
   Саккăрмĕш "б" класра вĕренекенсем те Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçĕпе пултарулăхне аван пĕлнипе палăрчĕç.