"Сывлăх çулĕпе - Витаминсем патне!"

 Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче 5 класра вĕренекенсем Анюрова Е.В. вĕрентекенпе пĕрле Сывлăх çулĕпе Витаминсем патне çитсе килчĕç.Ăмăртмалла çĕрте ăмăртрĕç, пулăшмалла çĕрте пулăшрĕç. Çак хушăра вĕсем Пахча çимĕç, Улма-çырла, Витаминсен станцийĕсенче пулса курчĕç,  интереслине, çĕннине нумай пĕлчĕç. Витаминсем сывлăхшăн мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулнине тата лайăхрах ăнланчĕç.